Паян уроксем хыççăн шкулта «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» вăйă иртрĕ. 5-9 класс ачисем çавра сĕтел тавра пухăнчĕç.Вăйă теми – чăващ чĕлхи, литератури тата культури. Вăйя çак команда хутшăнчĕ: Волкова – 9 класс – капитан, Козлов Николай – 9 класс, Михайлов Николай – 8 класс,Сергеева Екатерина – 7 класс, Кожанова Анастасия – 7 класс, Иванова Регина – 6 класс. Малтанах ачасен команди 3:0 шутпа выляса яратчĕ, каярах вăйя ăнкарса илчĕç пулмалла, ыйту паракансен командине хуса çитрĕç. Юлашкинчен 7:6 шутпа выляса илчĕç. Чи маттур выляканĕ Сергеева Катя пулчĕ, ăна вĕрентекенсем кĕнеке парнелерĕç. Вăйă пурне те килĕшрĕ, куракансем те ахаль лармарĕç – вĕсен те командăна пулăшма тÿр килчĕ. Вăйăри презентацие, ыйтăвĕсемпе хуравĕсене тематика страницинче тупма пултаратăр.