«Икĕ чĕлхе – икĕ ăс, виçĕ чĕлхе - виçĕ ăс» уяв концерчĕ

«Икĕ чĕлхе – икĕ ăс, виçĕ чĕлхе - виçĕ ăс» уяв концерчĕ иртрĕ паян пирĕн шкулта. Чи малтанах шкул директорĕ сăмах илчĕ, вăл ачасене паян мĕн тĕллевпе пухăннине аса илтерчĕ, Иван Яковлев çинчен сăмах пуçарчĕ. Паян чăваш букварьне çыраканăн, чăваш ачисем валли шкулсем уçаканăн çуралнă кунĕ-çке-ха. Кĕçĕн класри ачасем чăваш юрри-ташшине, сăввисене, вăййисене кăтартса пачĕç. Шÿтсем те сахал мар пулчĕç. Ченчукова Ленăпа Тимофеев Стас маттурсем концерта аван ертсе пычĕç, ачасене култарма та, тимлĕ итлеттерме те пултарчĕç. Тăваттăмĕш класра вĕренекен Ефимова Таня учительсене халалланă юрра шăрантарчĕ, ун уçă сасси пурне те кăмăла кайрĕ. Пĕрремĕшпе виççĕмĕш класс ачисем чăваш çамрăкĕсен вăййисене кăтартрĕç, шутлав сăввисен тĕслĕхĕсемпе паллаштарчĕç. Тăваттăмĕш класри хĕр ачасем «Илемлĕ, илемлĕ…» юрă кĕвви майăн акăшсем пек шуса питĕ селĕм ташă кăтартрĕç. Кĕçĕн классен ертÿçисем Ефимова Людмила Васильевнапа Афанасьева Марина Ивановна ачасемпе аван концерт хатĕрленĕ, тавах вĕсене.