Паян пиллĕкмĕш класс ачисем «Çăлтăрлă самант" вăййа хутшăнчĕç. Ăна Петрова Алена Николаевна вожатăй И.Я. Яковлев калавĕсем тăрăх хатĕрленĕ. Пĕрремĕш турта ачасем ыйтусем çине хуравласа вунă хуравран тĕрĕссине суйларĕç. Иккĕмĕш турта кубикăн çиелти енне тухнă сас паллисенчен сăмахсем йĕркелерĕç. Виççĕмĕшĕнче логика ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Тăваттăмĕш турта икĕ финалист – Кириллов Русланпа Павлов Андрей пĕр вăрăм сăмахран нумай кĕски турĕç. Çĕнтерÿçĕ – чин умай сăмах тума пултаракан, Яковлев калавĕсене тимлĕ вулакан – Павлов Андрей .