Константин Андреев (5 класс)
Кăвакал
Пĕррехинче мана асанне кăвакалсене пăхма пĕвене ячĕ. Кайăксене пăхсан-пăхсан киле кайма вăхăт çитрĕ. Кăвакалсене пĕверен кăларма тытăнтăм, анчах та шывран тухасшăн мар вĕсем. Вара патак илтĕм те усал кайӑксене хăратас тесе шыва петĕм. Стайсăр лектертĕм пĕр кăвакала, вара вăл çунаттисене тăсрĕ те шывра пĕр виç хут хăйĕн тавра çаврăнчĕ, кайран вара вилсе кайрĕ. Эпĕ ăна хĕрхенсе йӗрсех ятăм.
Каппайчӑк Ванюк
Çĕнĕ çутă тĕнчере
Ванюк ача пурăннă,
Пуç каçăртса алхасса
Чӑрсăрланма тытăннă.
- Букваре эп,юлташсем,
Вĕçне çити вуларăм.
Хамӑн ăслă дневнике
Пиллĕксемпе тултартăм.
- Эх, Ванюк, Ванюк, Ванюк,
Чарăн эс каппайланма,
Хăвăн кутăнна кăтартма,
Ачасен пурин те тăрăшмалла,
Пиллӗксемпе туслӑ пулмалла.
Çĕмĕрт
Тутлӑ шӑршлӑ ҫĕмĕрт ҫуркунне ҫурӑлать.
Ылтӑн тĕслĕ кӑтрисене вӑл вӑркӑштарать.
Тавра сывлӑм упалла шӑвать хуйӑр тӑрӑх.
Ун айĕнче курӑкӗ йалтӑртатать кĕмĕлпе.
Юнашар, ӑш вырӑнта, курӑк-тымар хушшинче,
Чупать, юхать, пĕчĕкскер, Çавал, ылтӑн-кĕмӗлскер.
Тутлӑ шӑршлӑ ҫӗмӗрт усӑнса тӑрать.
Ылтӑн курӑкӗ хитрен хӗвел ҫинче ҫунать.
Юхан шывӗ хумханса турачӗсене чӳхет.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр юрласа ҫӗмӗрте савӑнтарать.
Саша Захаров (5 класс)
Амӑшне паллать
Амӑшĕ ĕҫе каять,
Ӗҫ тумтирне тӑхӑнать.
Пӗчӗк ача айван мар,
Ашшĕ-амӑшне паллать.
Анчах паян темшĕн-ҫке,
Амӑшне вӑл паллаймар:
«Ютӑ ҫынран» ютшӑнса
Аппӑш ҫумне тӗршӗнчӗ.
Ача чӗри вӑл чул мар-ҫке
Тӑвана ҫавах сисет.
Лӑпланчӗ пирн Андрей та -
Амӑшне вӑл сассинчен
Палласа илчӗ,
Хӑйӗн пӗчӗк аллипе
Амӑш патне тӑсӑлчӗ.
Эпӗ хӗрелетӗп
Темшĕн ним сăлтавсăрах,
Эпĕ хĕрелетĕп.
Кӳршĕ ыйтрĕ
- Çта-ши çĕçĕ - ?
Каллех ак ун умĕнче
Хĕрелсе тӑратӑп.
Сӗтел ҫинчи чернилне
Эпӗ тӳнтермен, -
Анчах темшӗн-ҫке вара
Питӗм хӗрелет.
Çывӑратӑп, тӗлӗкре те
Эпӗ хӗрелетӗп.
Юлташа хурав паратӑп –
Темшӗн хӗрелетӗп.
Хӗрелни илемлӗ мар,
Питӗ килӗшӳсӗр», -
терӗ мана пӗр юлташ.
Эп итлетӗп, ӑнланатӑп, -
Çаплах хӗрелетӗп.
Çӗмӗрт
Тутлă шăршлă çĕмĕрт
Çуркуннепе çурăлчĕ.
Ылтăн турачӗсемпе
Кăтраланса явӑнчӗ.
Таврара сухăрлă сывлăм
Анать вулли тӑрӑх.
Ун айӗнчи кӑтрасем
Йӑлтӑртатрӗҫ кӗмӗл пек.
Юнашарах, ун ҫумпе,
Тымар-курӑк хушшипе,
Пӗчӗк ҫырма ҫуталса
Юхать юрӑ юрласа.
Ыра шӑршлӑ туратсем
Усӑнса тӑраҫҫӗ.
Симӗс ылтӑнӗпе
Хӗвел ҫинче ҫунаҫҫӗ.
Çырма кӗрлекен хумпа
Пӗтӗм туратне хуплать.
Вӑрттӑн шӑнкӑрти саспа
Юрӑ юрласа парать.
Пиччепе атте пире хитре йыт ҫури илсе килсе пачӗҫ.Эпир ӑна шӑллӑмпа Лайка ят патӑмӑр. Хӑй хӗрлемес, хӳри вӗҫӗ хура, хӑлхисем тӳп-тӳрӗ. Лайка пӗрмаях пирӗнпе вылясшӑн. Шӑллӑмпа пӳрте кӗрсессӗн вӑл пирӗн пушмаксене кайса пытарать, эпир вара аран-аран шыраса тупатпӑр. Анне пӗрмаях шӑпӑра ӑҫта хутӑн тесе вӑрҫать. Ӑна та Лайка йӑтса каять ӗнтӗ. Пирӗн пата хӑнасем килсен вӑл хытӑ вӗрет, ураран ҫыртма тӑрӑшать.